Ҫӗнӗ Шупашкарта спорт комплексне ӗҫлеме чарнӑ. Унти «Солнечный» комплекс республикӑра санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑхнине пӑхмасӑрах ӗҫленӗ. Аса илтерер: кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара чылай предприяти-организацие хупрӗҫ. Вӗсенче халӑх йышлӑ пухӑннӑран чир сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти спорткомплекса тӗрӗслевҫӗсем ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пырса кӗнӗ. Унта спорт вӑййи иртнӗ. Пурӗ 10 ҫын ытла пухӑннӑ. Саккуна административлӑ майпа пӑсни ҫинчен протокол ҫырнӑ, ӑна суда ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт комплексне суд ӗҫлеме чарнӑ. Яланлӑха мар. 22 кунлӑха. Эпидемиологи тӑрӑмӗ япӑхнӑ вӑхӑтлӑха. Спорткомплекса суд приставӗсем пырса кӗнӗ, алӑксене хупса хунӑ.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ пушарта хӗрачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек Терешкова урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен чи малтанах ҫунакан ҫуртран кастрюль кӑларса пенӗ. Пушар шӑпах ҫавӑнтан тухнӑ ахӑртнех. Кайран хӗрачана урама йӑтса тухнӑ. Ӑна реанимаци машини илсе кайнӑ. Унтан хӗрарӑма ҫӑлнӑ, ӑна та пульницӑна ӑсатнӑ. Шел те, хӗрача чӗрӗ юлайман, унӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хваттерте икӗ хӗрарӑмпа ача пурӑннӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара хӑвӑртах сӳнтернӗ.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм аслӑк ҫинчен ӳкнӗ. Медицина катастрофисен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн республикӑри центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм кил-тӗрӗшри ӗҫпе аппаланнӑ май аслӑк ҫине улӑхнӑ. Унтан вӑл персе аннӑ.
Ҫав кун васкавлӑ пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланисенчен 11 проценчӗ суранланнипе сӑлтавланнӑ. Республикӑн тӗрлӗ районӗнче пурӑнакан виҫӗ ҫынна йытӑ ҫыртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ ҫулти ача тетте ҫӑтнӑ.
Шупашкарта пӗр арҫын аяк пӗрчине тӑватӑ кун каяллах хуҫнӑ. Вӑл гараж шӑтӑкне ӳкнӗ. Малтанах аптӑраман-ха. Кайран, тӑваттӑмӗш кунхине, хытах нушаланма тытӑннӑ. Вара васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ватӑ арҫын ҫурӑм ҫине иртнӗ эрнерех ӳкнӗ. Ҫурӑм шӑммин сыпӑкне хуҫнӑскер ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухтӑрсене чӗннӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем хушшинче кӑшӑлвируспа чирлӗ тата тепӗр икӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ирхи канашлура каланӑ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн ПТРК пӗлтернӗ.
Кӗске хыпарта каланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус лекнӗ тепӗр икӗ ҫынна палӑртнӑ. Шӑматкун ку чирпе аптӑракансене икӗ тӗслӗх тупса палӑртнӑччӗ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирус ернисем, арӑмӗпе упӑшки, ют ҫӗршывран – Доминиканӑран – канса килнӗ. Мӑшӑр карантинта килте ларнӑ. Арӑмӗпе упӑшкин анализӗ начаррине пӗлсен тухтӑрсем вӗсене пульницӑна васкавлӑн тата мӗнпур хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса илсе кайнӑ.
Ӗнертенпе пирӗн республикӑра общество транспорчӗпе ҫыхӑннӑ чару йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Хулапа хула хушшинче ҫӳрекен транспорта ятарлӑ хушу кӑлариччен ӗҫлеме чарнӑ. Муниципалитетсем хушшинчи маршрутпа хутлакан транспорт 5 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен, 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен, 17 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен ӗҫлӗ.
«Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутӑн расписанийӗ улшӑнӗ. 5 сехетрен 9 сехетчен транспорт кашни 10 минутра пӗрре ҫӳрӗ, 9 сехетрен 17 сехетчен – 20 минутсерен, 17 сехетрен 21 сехетчен – 15 минутсерен.
Чӑваш Ен территорийӗнче, ҫав шутра Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те, пассажирсемпе багажа саккаспа турттаракансен ӗҫне те чарнӑ.
Сӑмах май каласан, Шупашкарпа Кӳкеҫ пирки уйрӑммӑн асӑнман. Апла пулсан, унти транспорт муниципалитетсем хушшинчи маршрут расписанийӗпе ҫӳрет пулӗ.
Женя Крутова урамӗнче вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑйӑ салонӗ полици ӗҫченӗсем килсен ҫеҫ хупӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.
Аса илтеретпӗр, ятарлӑ кану эрнинче хӑш-пӗр заведенисене кӑна ӗҫлеме ирӗк панӑ. Канупа киленӳ таврашӗпе ӗҫлекенсем вӗсен шутне кӗмеҫҫӗ.
Вӑйӑ салонӗ пирки сыхӑ граждансенчен пӗлнӗ хыҫҫӑн унта хулари шалти ӗҫсен пайӗн сотрудникӗсем, тата Роспотребнадзор представителӗсем ҫитнӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче полици салона хупнӑ, предпринимателе ҫавӑн пекех РФ КоАПӗн 6.3 статйине пӑсни ҫинчен протокол ҫырса панӑ.
Унсӑр пуҫне салон хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне чӑн та саккунпа килӗшӳллӗн туса пынине тӗрӗслӗҫ. Сӑлтавӗ: вӑйӑ салонӗ тесе час-часах казино йышши заведенисем пытанаҫҫӗ, унашкал ӗҫ-хӗлпе вара ҫӗршыври хӑш-пӗр регионсенче кӑна ӗҫлеме ирӗк панӑ. Чӑваш Ен вӗсен шутне вара кӗмест.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫулсене дезинфекцилеме тытӑннӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти коммуналлӑ службӑсем санитарипе дезинфекци мероприятийӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ятарлӑ машинӑсем ҫул-йӗре дезинфекцилемелли шӗвексемпе сирпӗтеҫҫӗ.
Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав дизинфекцилемелли япаласен пахалӑх сертификачӗ пур, ҫавна май вӗсем ҫынсен сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ мар.
Палӑртмалла: ятарлӑ техника пысӑк территорие дезинфекцилеме пултарать.
Ҫынсем пандеми вӑхӑтӗнче килте ларнӑ вӑхӑтра общество транспорчӗ сайрарах, канмалли кун графикӗпе килӗшӳллӗн, ҫӳреме тытӑннӑ. Малашне транспорт шучӗ тата чакассине пӗлтереҫҫӗ.
Паянтан «час пик» мар вӑхӑтра общество транспорчӗ сайрарах ҫӳреме пуҫлӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак графикпе ҫӳрӗ: 6-9 сехетсенче тата 15-18 сехетсенче – канмалли кун графикӗпе. 9-15 сехетсенче тата 18-21 сехетсенче транспорт 20-40 минутран ҫӳрӗ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 100-мӗш маршрута вӑхӑтлӑха хупнӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр строительство оргнаизацийӗ панкрута тухнӑ. Ҫак йӗркесен авторне Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче «Три АсС» тулли мар яваплӑ обществӑна республикӑн Арбитраж сучӗ панкрута кӑларма йышӑннӑ. Ҫак организацире халӗ пӗр ҫуллӑха конкурс управленийӗ туса хунӑ. Конкурс управляющийӗ пулма Александр Сапёрова палӑртнӑ.
2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш стройорганизаци панкрута тухнӑ. Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Екатерина Карпеева унччен ҫавӑн шӑпа «Суор» тата «Алза» тулли мар яваплӑ обществӑсене пырса тивнине аса илтерет.
«Три АсС» Шупашкарти «Три богатыря» (чӑв. Виҫӗ пӑхаттир) тата «Восточный экспресс» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ экспресӗ) ҫурт-йӗр комплексӗсене, Ҫӗнӗ Шупашкарти Симӗс бульварти 2-мӗш позицире ҫурт тума пуҫланӑ.
Асӑннӑ предприятипе ҫыхӑннӑ ыйтусене (8352) 31-71-05, 34-67-55 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлса уҫӑмлатмалла.
Чӑваш Енре почтальона киле чӗнсе илме пулать. Почта социаллӑ тӳлеве тата пенсие киле ҫитерсе панине пӗлетпӗр-ха.
Почтальонсем урлӑ пирӗн республикӑра 100 пин ытла ҫын пенси илсе тӑрать. Вӗсенчен пысӑк пайӗ, 30 пин ҫын, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пурӑнать. Вӗсенчен хӑшӗсем пенси илме почта уйрӑмӗсене каяҫҫӗ. Халӗ коронавирус пирки текех калаҫҫӗ те, инфекци чирӗ лекесрен почтальонсене киле чӗнсе илме сӗнеҫҫӗ. Почтальон киле пырсан газшӑн, ҫутӑшӑн тата ытти тӳлевшӗн те татӑлма май пур. Посылкӑсене, хаҫат-журнала та вӗсем киле ҫитерсе параяҫҫӗ.
Почтальона киле чӗнсе илес тесен Федерацин почта ҫыхӑнӑвӗн Чӑваш Енри управленине (8 8352) 63-62-12 телефон номерӗпе талӑкӗпех шӑнкӑравлама май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |